Çамрăксем «Артека» та чăваш юррипе ташлаттарнă
«Артек» - Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча центрĕ. Асăннă центра вĕренÿре, спортра, пултарулăхра тата обществăлла ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă шкул ачисем çеç кайма тивĕçеççĕ. Раççейри патшалăх федераци информаци агенствин кăтартăвĕсем тăрăх, асăннă лагерьте çулсеренех 40 пине яхăн пултаруллă ача канать. Унта çитсе килни ачасен пурнăçне улăштарать теççĕ. Чăнахах та çакăн пекех-и вăл? Çакăн çинчен Тавăт шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Стас Назаровран, Юнтапа шкулĕнче 9-мĕшĕнче пĕлÿ илекен Анна Илларионовăран, Мăн Вылă вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра ăс-хакăлне ÿстерекен Виктория Алвандянран ыйтса пĕлтĕмĕр.
Асăннă шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри «Вектор УСпеха» конкурсра çĕнтерсе «Артек» лагере кайма тивĕçнĕ те. Вĕренекенсем каланă тăрăх, пĕрре мар çак центра каяс ĕмĕтпе хăйсен çитĕнĕвĕсене регионти ятарлă оператора ярса панă. Стас Назаров виçĕ хутчен те тăратнă, анчах та вĕсенчен пĕринче те ăна суйласа илмен оператор. Апла пулин те шанчăка çухатман, татах та ытларах та ытларах конкурссене хутшăннă Тавăт вăтам шкулĕн ачасен хăй тытăмлăхĕн Президенчĕ.
- Анастасия Зарубина директорăн советникĕ «Вектор УСпеха» конкурс иртнине пĕлтерчĕ, унта хутшăнса пăхма сĕнчĕ. Çакна валли «Вĕренекенсен Канашĕ - манăн Ăнăçу векторĕ» видео ÿкермеллине, хамăр наставниксем çинчен эссе çырмаллине тата çитĕнÿсене палăртакан дипломсем тăратмаллине пĕлтерчĕ. Шкулти чылай мероприятие хутшăннăран, хамах видеосем ÿкернĕрен кĕске вăхăтрах хатĕрлесе çитертĕм, - каласа парать Стас Назаров.
- Эпĕ Любовь Шашкинăна «Артека» кайса курас тĕллевпех районта, республикăра иртекен пĕлтерĕшлĕ конкурссем çинчен пĕлтерме ыйтнăччĕ. Çак конкурс пулассине каласан: «Темĕнле пулсан та çĕнтермеллех», - тесе хам ума тĕллев те лартнăччĕ. Видео та хатĕрлерĕм, эссе те çыртăм. Паллах, ку ĕçре директорăн советникĕ Любовь Аркадьевна пулăшрĕ, - куларах пĕлтерет Виктория.
Аня Илларионова вара асăннă конкурса хутшăнма хатĕр-леннĕ чухнех хăйĕн çĕнтерес шанчăк пуррине чĕрепе туйнине пĕлтерет. «Кăтартусене кашни кунах сăнаса тăраттăм. Апла пулин те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче хамăн ята курсан та тÿрех савăнма тăхтарăм-ха. Ара, пĕр пек хушаматлă, ятлă ачасем татах пур-çке тесе иккĕленсе те илтĕм. Чăнахах та, хам пулнине пĕлсен темĕн пекех савăнтăм. «Çитĕнÿсен кăтартăвĕсемпе каяймасан та укçа тÿлесе те пулсан каяс ĕмĕтпе пурăнаттăм», - пĕлтерет 9-мĕш класс хĕрачи.
Пĕтĕм Раççейри «Вектор УСпеха» конкурсра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи çĕр-çĕр ача хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышне Чăваш Енрен 60 шкул ачи лекнĕ, вĕсен шутĕнче Элĕксем те.
Вĕсем Мускаврах иртен-çÿрене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă. Вĕренекенсем пĕр пулса Чăваш Ен ялавĕпе çĕршывăн тĕп хулинче Хĕрлĕ лапамра республика Гимне, Алексей Московскийăн «Чу-ча-ча» тата ытти юррисене пĕр именмесĕрех шăрантарнă. Хастар та хăйсен тăван чĕлхине хаклакан яшсемпе тата хĕрсемпе иртен-çÿренсем сăн ÿкерĕннĕ.
- Чăваш ачисем «Артек» лагерьте те яланлăхах асра юлчĕç пулĕ. Çĕршывăн 49 регионĕнчен килнĕ ачасен йышĕнче пирĕн республикăран кайнисем питех те нумайăнччĕ. Эпир вара хамăра, паллах, лайăх енчен, тивĕçлипех кăтартрăмăр. Кашни кунах чăваш юррисенчен пуçланатчĕ. Виçĕ эрне лагерьте пулнă тапхăрта ытти ачасем те пирĕн чăваш юррисене вĕренсе çитрĕç, - савăнса пĕлтереççĕ шкул ачисем.
«Артек» центрти 21 кун сисĕнмесĕрех иртнине, чылай çĕннине вĕреннине палăртаççĕ. Чи малтанах шкулсен лидерĕсем тантăшĕсен пурнăçне интереслĕрех тăвас тĕлĕшпе нумай вĕреннине, туслă çыхăнусем йĕркеленине пĕлтереççĕ. Çак ĕмĕте вĕсем çеç мар, муниципалитетри мĕнпур шкул ачи пурнăçа кĕртме пултарнине пахалаççĕ.
- Наянланмалла мар. Тĕрлĕ шайри конкурса час-часах хутшăнмалла. Пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма шкулсенче условисем çителĕклех, - пĕр саслăн палăртаççĕ артековецсем.
Шкулсенче советниксем ĕçлеме пуçланăранпа вĕренекенсене аталанма, конкурссене хутшăнма май паракан условисем татах та лайăхланнине пĕлтереççĕ вĕсем. Шăп та шай çак советниксем пулăшнипе хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнине çирĕплетеççĕ Стас та, Аня та, Виктория та.
- Пирĕн те «Артека» кайса килнипе лăпланса çеç лармалла мар-ха. Эпир хамăр шкулсенче лидерсем шутланнăран, советниксен пулăшуçисем пулмалла, тантăшсен хастарлăхне ÿстермелле, тĕрлĕ ĕçе явăçтармалла. Çак тĕллеве тĕпе хуратпăр та эпир, - хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ шкул ачисем.
Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те, ытти енĕпе те ĕлкĕрсе пыма мĕнле вăхăт çитереççĕ хастарсем?
- Вăхăта тĕрĕс йĕркелемелле çеç, - сĕнеççĕ вĕсем. Çакна вара вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче çеç мар, яланах тĕпе хураççĕ. Каникул кунĕсенче те çак йĕркерен пăрăнмаççĕ. Ачаранах яваплăха туйса ÿсеççĕ, ĕçе хăнăхаççĕ. Çитес çул шкул пĕтерекен Станислав Назаров ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче ларма юратмасть. Çавăнпа та çуллахи каникул кунĕсенче Шупашкарта пĕр кафере официантра ĕçленĕ. Анна Илларионова та укçа-тенкĕ тар кăлармасăр пулманнине аванах чухлать. Мĕншĕн тесен çулленех мĕн çуркуннерен пуçласа ашшĕ-амăшĕпе килте пахча çимĕç, чечек калчисем ÿстерсе сутать. Виктория Алвандянăн та яваплăхĕ пысăк. Вĕсем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Аслисемпе пĕрле çу каçа вăл та уй-хиртен татăлмасть.
Халĕ вара çамрăксене пĕр ĕмĕт-тĕллев çеç пĕрлештерет: татах та çитĕнÿсем туса черетлĕ хут «Артека» каясси.
Эльвира КУЗЬМИНА.