Чăвашлăх туйăмĕ çемьере аталанать
Чăваш халăхĕн Аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне халалласа çулсеренех апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне анлă паллă тăватпăр. Шкулсемпе ача сачĕсенче уйрăм программăпа Чăваш чĕлхи эрнисем йĕркелеççĕ. Литература каçĕсем, тĕлпулусем, конкурссемпе фестивальсем ачасен пултарулăхне аталантарма тата тавракурăма анлăлатма пулăшаççĕ.
Элĕк округĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче те çак эрнере чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Акă, ача садне çÿрекен пултаруллă ачасем республикăра иртекен «Хунав» фестивалĕн муниципалитет тапхăрне хаваспах хутшăннă. Чă-вашла сăвă калассипе, юрлассипе тата юмах лартассипе чи пултаруллисене палăртма тивнĕ жюри пайташĕсен. «Янра, юррăм, хыттăнрах» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне «Çăлкуç» ача садĕнчи Настя Карпашевич çĕнсе илнĕ пулсан, «Илемлĕ чăваш юрри» номинацире А.Михайлова «Манăн пукане» юррипе 1-мĕш вырăн йышăннă. Пĕчĕкренех сцена асамлăхне туйма та хăнăхаççĕ çак ÿсĕмри маттурккасем. Акă «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире «Хĕвел» ача садне çÿрекенсем «Тилĕ тус» юмахпа хăйсем чăннипех пултаруллă пулнине кăтартса пама пултарнă, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем кашниех уяв пулса тăраççĕ. Чăваш эрешĕпе илемлетнĕ тум тăхăннă арçын ачасемпе хĕрачасем çине ытарайми пăхас килет. Ытла та илемлĕ-çке! Акă «Çăлкуç» ача садĕнчи Людмила Андреева педагог ĕçтешĕсемпе пĕрле кашни уявах илĕртÿллĕ те ачасемшĕн çывăх тума тăрăшать. Ача садне çÿрекен хĕр пĕрчине те тăван халăх культурине пĕчĕкрен туйса ÿсме хăнăхтарать.
Элĕк енри чылай шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв мероприятийĕсене кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ иртнине шута илсе ашшĕ-амăшне те явăçтарасси ырă йăла пулса тăчĕ. Акă, Мăн Вылăри вăтам шкулта çак кунсенче «Анне çуначĕ айĕнче» литература каçĕ иртнĕ. Кунта хутшăнма кăмăл тунă çемьесем юрă-тăшăра, сăвă калассипе, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе хăйсене тĕрĕсленĕ. Жюри пайташĕсем чи пултаруллă та ĕçчен, туслă та сăпайлă, çавăн пекех тăрăшуллă çемьесене палăртнă. «Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшипе уяв каçне илемлĕрех турĕç. Ăшă кăмăлпа иртрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв. Куншăн ашшĕ-амăшне те чĕререн тав тăватăп», - тесе пĕлтерчĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Галина Иванова.
Чăваш чĕлхи эрнин кашни кунĕпе туллин усă куракан, кунта ашшĕ-амăшне те пур енлĕн хутшăнтаракан шкул çинчен каламасăр иртеймĕн. Сăмахăм, Чăваш Сурăм шкулĕ çинчен пулать. Çак кунсенче аслă классенче вĕренекенсем вырăнти тавра пĕлÿ музейĕнче пулса Çемье çулталăкне халалланă «Ĕлĕкхи чăваш кил-йышĕнчи хутшăнусем» темăпа калаçу ирттернĕ. Музей ĕçченĕ Юлия Степанова ачасене çемьери хутшăнусем, хĕрарăмпа арçын ĕçĕсем çинчен каласа панă, музейри экспонатсемпе паллаштарнă. Юлия Петровна хĕрачасене пир тĕртме, çăм арлама вĕрентнĕ. Пĕрре пăхсан йывăрах та мар пек ĕçсен хăйсен вăрттăнлăхĕ пур иккен, вĕсене алла илме вара тăрăшулăх кирлĕ. Çавăн пекех музейра чăваш тĕррипе Марина Арсентьева тĕрĕ ăсти паллаштарни ачасемшĕн кăсăклă пулнă.
«Çемьепе пĕрле» проект Чăваш Сурăм шкулĕнчи ашшĕ-амăшĕпе ачасен кăмăлне кайнă тесе çирĕплетсех калама пулать. Чылай çемьери темиçе ăрăва пĕрлештерме пултарнă вăл. Кунта хутшăнакансем хăйсен çемйинче ачасене воспитани парас, ĕçе хăнăхтарса ÿстерес, тăван чĕлхене юратма вĕрентес ыйтусен хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарнă. Çемьепе пухăнса хуран кукли пĕçерме те, çăлтан картлампа шыв ăсса килме те, çăм арласа алсиш-нуски çыхма та аслисенченех вĕренеççĕ ачасем. Ачасене ĕç урлă тивĕçлĕ воспитани пани çинче никĕсленеççĕ проекта тăратнă ĕçсем.
Кашни чăваша пĕрлештерекен тепĕр акци вăл «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» пулчĕ. Хальхинче ачасемпе пĕрле партта хушшине вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те ларчĕ. Элĕк тăрăхĕнче те вăл яланхи пекех пысăк йышпа иртрĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.