Ĕçсĕр пурнăç илемĕ çук
Хăш-пĕр çыннăн чун-чĕринче мĕн упраннине пĕрре-иккĕ курса сăмахланипех туйса илме пулать. Питĕшкассинчи Вячеслав Филимоновпа калаçсан вара унăн ăшă кăмăлĕ пурин валли те тивĕçнине çирĕппĕн туйса илтĕм. Хĕрĕх урлă каçнă арçынна тĕрлĕ ыйту паратăп, кашнин çине тулли хурав пур унăн.
Вячеслав Владимирович, ялти ытти тантăшĕсем пекех, ача чухнех ĕç енне туртăнма пуçланă. Тăван тавралăха юратса ÿснĕ, йывăçсемпе шыв-шурăн, чечек-курăкăн илемĕ малалла ăнтăлма хăват панă. Çамрăкăн чунĕнче юн вылянă, çавăнпа та кирек епле ĕçре те ывăннине туйман. Çулсем иртнĕçемĕн вара ăс-тăнне çивĕчлетнĕ, вăй-халне çирĕплетнĕ. Малашлăха çутă шанăçпа пăхма хăнăхнăскер ялта тĕпленме шутланă. «Ĕçлеме ÿркенмесен çуралса ÿснĕ кĕтесре те пурнăç лайăх», - тенĕ вăл. Çав шухăш-кăмăлпах вунă çул каялла ним шикленмесĕр фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çавăнпа та тÿрех трактор туяннă, кăкарса çÿремелли агрегатсем илнĕ. Маттурскер уй-хирте «хурçă утпа» ĕçлеме тытăннă: тырă акнă, вырнă, ăна хĕл каçма кĕлете хунă. Тупăш илесен тесен, паллах, хĕрÿ тапхăрта тар кăларса тăрăшма тивет, уй-хиртен татăлма та пĕлмест хастар арçын, вăл вăхăтра кану пирки шутламалли те çук, мĕншĕн тесен кашни сехечĕ шутра. Ĕç ялан пĕр тикĕссĕн пымасть-çке, хăш-пĕр чухне техника кĕтмен-çĕртен юрăхсăра тухма пултарать, ăна вара çийĕнчех юсаса «чун кĕртмелле». Механизатор профессине алла илнĕскере тракторăн вăл е ку пайне улăштарасси йывăрлăх кÿмест, çын пулăшăвĕсĕрех «хурçă ута» çула кăларма пултарать - унăн асамлă аллисем темĕн тума та пĕлеççĕ халь. Юратнă ĕç вара ăна ялан вăй-хăват парса тăрать.
Вячеслав Филимонов техникăран чухăн мар: МТЗ-82, Т-25, ЮМЗ тата ДТ-75 маркăллă тракторсем пур. «Енисей - 950» комбайна виçĕ çул каялла туяннă. Унччен «Нива» комбайн та пулнă, анчах ăна сутнă. Халь пĕр «уй-хир карапĕпех» тыр-пула пуçтарса кĕртет.
- Çĕрпе туллин усă куратпăр. Тĕрлĕ хыт-хура ашкăракан уй епле майпа-ха тупăш патăр; Çавăнпа та çĕр çинче мĕн те пулин туса илмелле. Эпĕ, акă, çулсерен тыр-пул çитĕнтеретĕп. Тĕрĕссипе каласан, çу кунĕсенче уя тухсан тырă пусси чÿхенсе ларнине курсан чĕре савăнăçпа тулать, татах та тулли хăватпа ĕçлес килет. Иртнĕ çул виçĕ тĕрлĕ тĕш-тырă культури туса илтĕм - урпа, тулă тата ыраш. Кăçал та çавсенех акатăп. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕ ватăсем. Çур акине мĕнле шайра ирттеретĕн, çавăн пек тухăç илетĕн. Çак пĕлтерĕшлĕ тĕллеве çулсерен тивĕçлипе пурнăçлатăп. 2024 çулта та ака-суха ĕçĕсене тĕплĕ хатĕрлентĕм, уй-хире кăлармалли техникăна пăхса тухрăм, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, минераллă удобрени те çителĕклĕ кÿрсе килтĕм,- терĕ Вячеслав Владимирович.
- Сире çĕр ĕçĕ туртса илнĕ, унран уйрăлас та килмест пулĕ, - кăсăклантăм эпĕ.
- Çапла, тĕрĕснех калатăр, ял пурнăçĕ чуна çывăх, çавăнпа кашни çул уй-хирти пуянлăха пухса кĕртнĕ çĕрте вăй хуратăп. Пĕр-пĕр ĕçе пикенсен йывăрлăха кĕрсе ÿкесрен хăрамастăп, мĕншĕн тесен мана пулăшакансем те пур. Акă, шăллăм Владислав Владимирович чăннипех те маттур. Ăна ĕç пурнăçламаллине пĕлтер кăна - туххăмра çитсе тăрать, вăхăт çук-ха тесе нихăçан та каламасть. Вăл вара килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тăвать. Çутă ĕмĕт хастара малалла чĕнет, ахальтен мар кун каçипе темĕн тума та ĕлкĕрет. Хĕрÿ тапхăрта манран уйрăлмасть тесен те юрать,- кашни сăмаха васкамасăр каларĕ Вячеслав Филимонов.
Вăл фермер ĕçне шкул сакки çинчен тухнă-тухманах тытман, Шупашкарта та ĕçленĕ, Мускав тăрăхне «шапашкăна» та çÿренĕ, анчах та ялта ÿснĕскере çĕр туртса илнĕ. Вăт, тыр-пул акса тума тытăннă. Малтанхи çулсенче кредитпа та усă курма тивнĕ - укçа-тенкĕсĕр малалла утăм тума çăмăл мар. Вячеслав Владимирович ниме пăхмасăр ĕмĕт-тĕллеве майĕпен пурнăçа кĕртсе пынă. Паянхи куна илсен, вăл ура çинче çирĕп тăрать, хăй суйласа илнĕ ĕçе тивĕçлипе туса пырать. Çавăн пекех ăна пĕлтĕр Питĕшкасси тăрăхĕнчи хăй тытăмлăхĕн территори обществин председательне суйланă. В.Филимонов ку тăрăхри ялсен тирпейлĕхĕпе тасалăхĕшĕн яваплă халĕ.
- Çуркунне çитсен урамсенчи çÿп-çапа пуçтарма кар тăрса тухаççĕ. Ку ĕçрен ватти те, çамрăкки те пăрăнса юлмасть. Пĕр шухăшлă пулсан кирек епле ĕçе пурнăçласси те йывăрлăх кÿмест. Паллах, ял урамĕсенчи тасалăх пĕрле тăрăшмасăр, кашнин ăс-тăнне, шухăшлавне тĕрĕс енне улăштармасăр пулмасть. Çакна кашни çын патне çитерме тивет. Чăн та, çу кунĕсенче чылай кил умĕнче хитре чечексем ÿснине асăрхатăн. Йĕри-таврара тасалăх хуçаланать. Çак илеме курсан чуна ăшăлăх пырса кĕрет вĕт, хăвна темле ырăлăх кÿрекен тĕнчене çакланнă пекех туйма пуçлатăн. Нимĕн те калаймăн, кашнин тирпейлĕхе тĕпе хурса пурăнмалла, - калаçăва тăсрĕ Питĕшкасси арçынĕ.
Çав вăхăтрах чуна пăшăрхантаракан самантсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, çынсен экологи культура шайĕ пĕчĕк пулнипе çыхăнчĕç: çулсем хĕрринче, вăрмансенче, çырмасенче каяш вырăнĕсене йĕркелеççĕ - çакă çут çанталăка упрассишĕн тăрăшманнине пĕлтерет.
Вячеслав Филимонов каланă тăрăх, кăçал масарсене хăрнă йывăçсенчен тата ÿкнĕ çулçăсенчен тасатнă. Писĕп клубĕн тăррине юсас тĕллевпе халăхран укçа-тенкĕ пухнă. Ку ĕçе вара «Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçласшăн.
- Лайăх кăмăлпа калаçсан япăх çын та лайăхланать, пуçарăва ырласа ĕçе хутшăнать. Хальхи вăхăтра алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть, хамăра шанмалла, общество ĕçне малти вырăна хумалла. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан пурнăç та аталанать. Маншăн чи кирли - ял халăхĕшĕн усăллă пуласси, - палăртрĕ вăл.
Уншăн çуралнă кĕтесрен хакли нимĕн те çук. Фермер ĕçне куллен йĕркелесе пынишĕн, вырăнти хăй тытăмлĕхĕн территори общество ертÿçин тивĕçне тума тивнишĕн вуçех ÿкĕнмест. Вăл малтан-мала талпăнса çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултарасси пирки иккĕленмест. Вячеслав Владимирович «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ» конкурсра «Вырăнти хăй тытăмлăхĕн территори обществин чи лайăх председателĕ» номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçни ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулнине çирĕплетсе парать.
Юрий КОРНИЛОВ.