Фронтра ÿркенменни тата тасалăхпа тирпейлĕх пĕлтерĕшлĕ
Кĕçĕн Тăван урамĕпе иртетĕп. Эх, пĕр пĕчĕк шĕвĕркке асфальт çул тăрăх васкаса чупни куç тĕлне пулчĕ. Хыçалтан вара арçын ăна хăваланçи тăвать. Пĕчĕкскер ашшĕн-чен «хытах» тарать, çывăх çынни ăна çитейменрен çăварне карсах кулать арçын ача. Кĕçех каялла çаврăнать те ашшĕне хирĕç чупать, лешĕ ытамласа илет те хайхискерне çÿлелле ывăтанçи тăвать. Ахăлтатсах кулать шăпăрлан. Чылайччен сăнама пулать ку ÿкерчĕке. Екатерина Архипова каланă тăрăх, икĕ çултан иртнĕ Семен ашшĕ отпуска килнĕренпе унран пĕр самантлăха та уйрăласшăн мар. Ăнланма пулать-ха пĕчĕкскерне, ара, ашшĕ ятарлă çар операцине хутшăннăран сайраран-сайра çеç курать-çке. Çывăх çыннине сăн ÿкерчĕк çинче курсан та сăнĕ пĕр çуталать, кăштахран тунсăхлăн пăхать. Ывăлĕ куллен мĕнле ÿссе аталаннине курайманнишĕн пăшăрханать çамрăк хĕрарăм.
Максим Архипов Раççейре ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Элĕк муниципаллă округĕнчи ытти çĕршыв сыхлавçисемпе пĕрлех унта ăсаннă. Раççейшĕн лăпкă мар тапхăрта алла повестка тыттарни арçыншăн кĕтменлĕх пулман пулин те, Екатерина Вальерьевна мăшăрĕпе ашшĕ-амăшĕшĕн чĕринче вара хытах пăлхану çуратнă.
- Вĕсене те ăнланма пулать ĕнтĕ. Семен ывăлăмăр ун чухне çулталăка та çитменччĕ. Мăшăра кăкăр ачипе пĕччен çăмăлах мар. Аттепе анне, Катьăн ашшĕпе амăшĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ халĕ ăна. Вĕсем яланах унпа юнашар. Çавăнпа та шанчăклă мана та, - палăртать 30 çула та çитмен арçын.
Çывăх çыннисене пăшăрхантарас мар тесен май килнĕ таран тăтăшах çыхăнăва тухать. Пĕр-пĕр задание каяс умĕн е çитес кунсенче çыхăнăва тухмассине те маларах та асăрхаттарма тăрăшать.
Çулталăк çурă ятарлă çар операцийĕнче пулнă тапхăрта кунти условисене хăнăхнине, анчах та тăван килтен аякра япăх пулнине пытармасть салтак. Фронтра чи пĕлтерĕшли мĕн пулнине ыйтатăп та:
- Чĕрĕ юласси, паллах. Çакна валли яланах тимлĕ пулмалла, пĕр вĕçĕмех шутламалла, йĕри-тавралли лару-тăрăва пĕр самантлăха та куçран вĕçертмелле мар, мĕншĕн тесен кирек хăçан та мĕн те пулсан вĕçсе килме пултарать, - калаçăвне тăсать 29-ти Максим. Кирек епле заданире те васкаманни, кашни утăма шутласа туни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине систерет. Вĕренни, çар енĕпе пĕлĕве ÿстерни те фронтра малти вырăна тухса тăрать.
- Çитменнине тата пурнăç хăех вĕрентет. Вăрçă хирĕнче пулнă май хĕç-пăшала куçпа курса çеç мар, саспа та уйăрма хăнăхатăн. Мĕнле миномет мĕнле инçĕше вĕçнине те, хăçан палăртнă вырăна вĕçсе çитейменнине, хăçан ытлашши иртсе кайнине те уйăрма вĕренетĕн, - ăнлантарать «Фазенда». Ку хушма ята ăна юлташĕсем Ульяновскра вĕренÿ витĕр тухнă чухнех панă-ха. Пĕр-пĕрне ытларах позывнойпа чĕннĕрен хăш чухне юлташĕсен чăн-чăн ятне манса кайма пуçлани те пулать иккен.
Фронтра тăнăç пурнăçри пекех наянланма юрамасть-мĕн. Кунта сăмах вара çĕр пусса çĕр улми лартасси çинчен пымасть-ха. Окопсем чавса хăйсене валли хăтлă условисем тăвасси çинчен. Окопсем чавни çеç çителĕксĕр. Вĕсене çирĕп-рех тăвас тесе пĕренесем те, каштасем те, хăмасем те сахал мар йăтма тивнĕ ентешсен. Килти пекех çутă та таса тесех калаймăн та, анчах та блиндажсенче хăйсене куллен кирлĕ условисене пĕтĕмпех тунă. Сĕтелĕ те, выртса çывăрмалли вырăнĕсене те маçтăрланă. Окопра тесе тум-тирĕ те тĕлли паллисĕр йăванса выртмасть. Вĕсене çакса упрама ятарлă кĕтессем маçтăрланă. Кăмака çывăхĕнче те атă-пушмак типĕтмелли хатĕр ăсталанă. Вăхăтăн-вăхăтăн мунча хутса кĕнине те пытармасть. Анчах та тăнăç пурнăçри пек сехечĕ-сехечĕпе милĕкпе çапăнса рехетленсе ларма май çуккине систерет. Кашни салтак çуршар сехет кĕрсен те шăм-шак каннине палăртать.
Хăйсене валли пурăнмалли вырăн тăвасси ентешсемшĕн йывăрлăх пулман-ха. Ара, ачаран пуртă-пăчкă тытса ÿснĕскерсемшĕн хăнăхнă ĕç темелле. Максим Архипов унччен Мускаври строительство ĕçĕсене хутшăнса ăсталăхне самаях туптанă.
Тĕрĕссипе, Кĕçĕн Тăван çамрăкĕ Элĕк вăтам шкулĕнчен вун пĕр класс тухсан Чăваш патшалăх педагогика университетне физкультура учительне вĕренме кĕнĕ. Пĕр çулталăк вĕренсен салтака кайма шут тытнă. Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинче çыхăну батальонĕнче службăра тăнă кĕçĕн сержант. Унтан таврăнсан пĕр вăхăт айăплава пурнăçлакан инспекци тытăмĕнче тăрăшнă. Хыççăн аякри стройкăсем илĕртнĕ.
- Этем çеç мар, кайăк-кĕшĕк те хăтлă условисенче пурăнас- шăн. Паянхи куна шăшисемпе, çĕленсемпе «килĕштерсе пурăнма» хăнăхатпăр. Темĕн чухлех вĕсем пирĕн. Пилĕк кушак, вĕсем те шăшисене тытса ĕлкĕреймеççĕ. Кунсăр пуçне Крези йытă пур. Вĕсем те пирĕнпе пĕрлех окопра пурăнаççĕ, - фронтри пурнăç условийĕсемпе паллаштарать кĕçĕн сержант.
«Фазенда» каланă тăрăх, фронтра çавăн пекех тасалăхпа тирпейлĕх те малти вырăна тухса тăрать иккен. Çакă салтаксене пурнăçне упраса хăварасси çине те витĕм кÿрет. Енчен те «кайăк» çĕр çумĕпе çывăхрах вĕçсе иртет пулсан унта чĕлĕм тĕпĕсем, чей пакечĕсем, консерва банкисем выртнине те асăрхама пултарать. Çакă ыррипе вĕçленмест. Çавăнпа та пĕтĕмпех тасатса тирпейлесе тăраççĕ салтаксем.
Максим Архипов пĕлтернĕ тăрăх, тăван кĕтесрен килекен гуманитари пулăшăвĕ çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Маскировка çеткисемпе автотранспорта, окопсене, ытти техникăна витеççĕ. Ачасен çырăвĕсем, вĕсем янă ÿкерчĕксем хавхалану хушаççĕ. Хăш-пĕр çырусене, чуна витернĕрен темиçе те тытса вулаççĕ.
Фронтра вăхăт вăрах шăвать пулсан, килте икĕ эрнене тăсăлнă отпуск самантрах иртсе кайнине пĕлтерет 29-тискер. Килтен кайма йывăр пулнине палăртать. «Каймаллах. Эпĕ хамăр отряда çитсен юлташсен отпуска килмелле. Вĕсене те çемйисем кĕтеççĕ-çке», - палăртать вăл.
Сăмах май, Кĕçĕн Тăванти Юрийпа Майя Архиповсен аслă ывăлĕ, Володя, та ятарлă çар операцийĕнче. Çамрăк кăçалхи январь уйăхĕнчен унта ăсаннă. Анчах та пиччĕшĕпе шăллĕ хальлĕхе фронтра пĕр-пĕринпе тĕл пулайман-ха, вăхăтăн-вăхăт çеç телефонпа калаçаççĕ пĕртăвансем.
Эльвира КУЗЬМИНА.