Кĕпе уйрах çитĕнет-ши?
Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче «Уйра кĕпе çитĕннĕ» курав ĕçлет. Кунта Элĕкре пуçламăш тата вăтам классенчи вĕренекенсем, Мăн Вылă, Тени шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем пулнă.
Музей директорĕ Ольга Алексеева ачасемпе «Уйра кĕпе çитĕннĕ» курав тăрăх экскурси ирттерет. Вĕренекенсем мĕн авалтанах пирĕн çĕршывра тĕп çи-пуç кĕпе пулнине пĕлеççĕ. Ăна ватăсемпе çамрăксем, арçын ачасемпе хĕрачасем, пуянсемпе чухăнсем та тăхăннă. Кĕпе хресчене те, патшана та кирлĕ пулнă. Ăна хатĕрлеме пĕлнине кура çынна хакланă.
Кĕпе çĕлес тесе хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕр каç кăна мар, çулталăк çурă ĕçленĕ. Вĕсем кĕпесем валли паллă курăк - йĕтĕн çитĕнтернĕ. Унран çип тунă, çипрен вара - пир. Çапла хресченсем хăйсен çи-пуçне «çитĕнтернĕ».
Музей ĕçченĕ Вера Степанова çип арлас тата пир тĕртес енĕпе ачасене валли ăсталăх урокĕ ирттерет. Вĕренекенсем хăйсем те пир тĕртекен станок çинче ĕçлесе пăхаççĕ. Çипрен çĕрĕ те тăваççĕ. Çапла йĕтĕне тирпейлеме пачах та çăмăл маррине, пайтах вăй хумаллине пĕлеççĕ.
Мероприятисем вăхăтĕнче «Пир тĕртесси», «Çип арласси» темăсемпе тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕрле шыранă. Сăмах май, курава «Пушкин карттипе» кĕме пулать.
Е.Иванова.