Ташăçăсем конкурсра палăрнă
2023 çула Чăваш Республикинче Ачасен телейлĕ çулталăкне халалланă. Çакă тÿрремĕнех вĕсен вĕренĕвне, пултарулăхне аталантарассипе, ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Çак ĕçре Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕсен те тÿпи пысăк. Вĕсем ачасемпе çамрăксене эстетика тĕлĕшĕнчен пĕлÿ параççĕ. Тĕрлĕ тĕпчевсем палăртнă тăрăх, ÿнерпе интересленекен ачасем вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, паянхи пурнăçри çĕнĕлĕхсене хăвăртрах алла илеççĕ, çынсемпе те кĕске вăхăтрах пĕр чĕлхе тупаççĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕнче хушма пĕлÿ илекенсем тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурс-фестивале хутшăнаççĕ, шкул хыççăн та, кирек епле специальнăçпа вĕренме кайсан та, юрă-ташăран писмеççĕ.
Ноябрĕн 3-5-мĕшĕсенче Хусанта «Нева çинчи юмах» хореографи енĕпе конкурс-фестиваль иртрĕ. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем те ытти çулсенчи пекех унран аякра тăрса юлма пултараймарĕç. Сăмах май, асăннă фестивале маларахри çулсенче Санкт-Петербургра йĕркеленĕ.
Çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне уçса пама пулăшакан мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 20 ытла коллектив хутшăннă. Элĕксен халăх, эстрада ташшисемпе Удмурт Республикин, Свердловскпа Омск, Ростов облаçĕсен, Ярославль, Белгород, Хусан, Санкт-Петербург, Киров, Красноярск хулисен тата Красноярск крайĕн пĕчĕк артисчĕсемпе тупăшма тивнĕ. Асăннă фестивале Элĕкри ÿнер шкулĕнче вĕренекен, 10-12 çулсенчи 23 ача хутшăннă.
«Ладушки» ташă ушкăнне çÿрекенсем малтанах жюри пайташĕсем умне чăваш тумĕсемпе «Хамăрла» халăх ташшипе тухнă. Тухьяллă чăваш хĕр пĕрчисене ытти регионсенчи ташăçсем те питех те хытă сăнанă. Элĕксем жюрие те тыткăнлама пултарнă. Асăннă ташăпа виççĕмĕш степеньлĕ Лауреат пулса тăнă. «Кĕнекесем вулатпăр» эстрада ташшипе те 2-мĕш степеньлĕ Лауреат ятне тивĕçнĕ. «Буратино» эстрада ташшипе вара Элĕксем пĕрремĕш степеньлĕ Дипломантсем.
Çавăн пекех Лилия Ефимова вĕрентекенĕн тепĕр вĕренекенĕ Дмитрий Парамонов та Хусанти конкурс-фестивальтен çитĕнÿпе таврăннă. «Яблочко» эстрада ташшипе иккĕмĕш степеньлĕ Лауреат ята тивĕçнĕ.
Хусанта иртнĕ «Нева çинчи юмах» фестивальте Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн çамрăк хореографĕн Мария Ефимовăн вĕренекенĕсем те палăрнă. «RE PLAY» ташă ушкăнĕнче иккĕмĕш çул çеç пултарулăхне ÿстерекен хĕр пĕрчисем «Встанем» тата «В вихре танца» ташăсемпе иккĕмĕш степеньлĕ Лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ.
Çавăн пекех Александра Бондарук та «Street dance» ташăра кĕвĕ-çемĕ илемлĕхне туллин уçса панă. Çавăнпах ĕнтĕ жюри пайташĕсене тыткăнланă, 1-мĕш степеньлĕ Дипломант ята тивĕçнĕ.
Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче хореографи, фольклор, фортепиано, баянпа купăс, вокал, театр пултарулăхĕ енĕпе 337 ача хушма пĕлÿ илеççĕ. Ачасемпе çамрăксен ăсталăхне аталантарса пырас тĕлĕшпе ĕçе çĕнĕ специалистсене те явăçтарма тăрăшаççĕ шкулта. Театр енĕпе вĕренекенсене Элĕк халăх театрĕн режиссерĕнче тăрăшакан Инна Афанасьева пĕлÿ парать. Вокал енĕпе Вутлансене çамрăк специалист Зоя Семенова вĕрентет.
Э.КУЗЬМИНА.